Ҫӗнӗ Шупашкарта «Ой, икерчӗ, манӑн икерчӗ!» конкурс ирттерме шутланӑ. Вӑл ӗнертен пуҫласа нарӑсӑн 28-мӗшӗччен пырӗ.
Тупӑшӑва йӗркелени ытахальтен мар ӗнтӗ — ӗнертен (чӑваш йӑлипе Аслӑ Ҫӑварни нарӑсӑн 20-мӗшӗнчех пуҫланса-ха та...) Ҫӑварни эрни пуҫланчӗ-ҫке. Конкурса хулари суту-илӳ, обществӑлла апатлану предприятийӗсене тата усламҫӑсене хутшӑнтараҫҫӗ. Конкурсҫӑсен ӗҫне, икерчине, вунӑ тӗрлӗ номинаципе палӑртӗҫ. Хаклавсен шутне тата ӳстерме пултарасси пирки те пӗлтереҫҫӗ.
Нумаях пулмасть Шупашкарти Ф.М.Лукин ячӗллӗ 5-мӗш ача-пӑча музыка шкулӗнче наци музыкин, поэзийӗн, ӳнер ӑсталӑхӗн «Тӑван ен» республика фестивалӗ иртнӗ. Вӑл — асӑннӑ шкулӑн проекчӗсенчен пӗри.
Ӑна ҫулсерен нарӑсра ирттереҫҫӗ. Проекта 2009 ҫулта пуҫарнӑ. Пилӗк ҫулта унта Шупашкарти, Ҫӗнӗ Шупашкарти, Улатӑрти, Етӗрнери музыка шкулӗсем, ача-пӑча ӳнер шкулӗсем шкулӗсем хутшӑннӑ. Концерт программине Шупашкарти Ф.П. Павлов ячӗллӗ училищӗре вӗренекен студентсем те пуянлатнӑ. Хальччен ирттернӗ фестивальсене Ф.М.Лукин, Г.Я.Хирпӳ композиторсем, Я.Г.Ухсай поэт 100 ҫулт тултарнисене халалланӑ.
2013 ҫултанпа «Тӑван ен» проект анлӑланнӑ. Халӗ ун ҫумне республикӑра инҫет мелӗпе ирттерекен чӑваш музыка литературин олимпиади тата ҫамрӑк музыка тата ӳнер тӗпчӗвҫисен, экскурсоведсен «Музӑсемпе калаҫни» республика конкурсӗ хутшӑннӑ.
Пиллӗкмӗш юбилейлӑ фестивале Г.С.Лебедев ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халлалланӑ. Унта Канаш, Ҫӗрпӳ хулисенчи, Вӑрмар тата Ҫӗнӗ Лапсар поселокӗсенчи вӗренекенсемпе вӗрентекенсем хутшӑннӑ.
Ҫуркуннен пӗрремӗш кунне Ҫӗнӗ Шупашкарта шкул ҫулне ҫитменнисен учрежденине ҫӳрекенсен ашшӗ-амӑшӗ митингпа кӗтсе илесшӗн иккен. Ӑна вӗсем хула администрацийӗнчен инҫе мар вырӑнта йӗркелесшӗн.
Ашшӗ-амӑшне пухӑнма ача-пӑча пахчин хакне хӑпартни хистенӗ иккен. Малашне пӗчӗккисене 10 сехетлӗхе унта янӑшӑн 1 575 тенкӗ кӑларса хума тивӗ, 12 сехетшӗн — 1 890 тенкӗ. Ҫынсене уйрӑмах спутник-хулара ҫур ҫул каялла кӑна хаксене 1200-тен 1500-е хӑпартни тарӑхтарать, пухӑнма хистет.
Ӗнер, нарӑсӑн 12-мӗшӗнче, ЧР Патшалӑх Канашӗн Председатель ҫумӗ, Комитетӑн хысна, финанс, налук енӗпе ӗҫлекен председатель Анатолий Князев ыйтупа килекен ҫынсене йышӑннӑ.
Нумай ачаллӑ Роза Кудряшова ҫӗр лаптӑкӗ илме пулӑшу ыйтнӑ. Виҫӗ ачаллӑ ҫемье ҫак ыйтупах унччен Шупашкар районӗн администрацине ҫитнӗ пулнӑ, анчах вырӑнти хӑйтытӑмлӑх ӗҫченӗсем хирӗҫленӗ имӗш. Ҫакна ашшӗ тата ачисем Ҫӗнӗ Шупашкарта пропискӑра тӑнипе сӑлтавланӑ. Ҫемье вара арӑмӗ пропискӑра тӑракан ялта ҫӗр лаптӑкӗ илесшӗн.
Депутат ялта пуранас кӑмӑллӑ ҫемьене курма хавас пулнине палӑртнӑ, Шупашкар район администрацине ыйту яма шантарнӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти 6-мӗш гимназире семинар иртнӗ. Унта вӗренӳри ҫивӗч ыйтусене сӳтсе явнӑ. Семинара ЧР вӗренӳ министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ Светлана Петрова ирттернӗ.
Светлана Петрова Патшалӑхӑн пӗрлӗхлӗ экзаменӗ ҫинче уйрӑммӑн чарӑнса тӑнӑ. Халӗ ППЭне тытмалли кашни пунктра металлодетекторсем вырнаҫтарӗҫ. Ҫакна шкул ачисем экзаменра планшетпа, карас телефонӗпе, ытти хатӗрпе усӑ ан курччӑр тесе тӑваҫҫӗ. Йӗркене пӑхӑнмасан экзамен кӑтартӑвӗсене шута илмеҫҫӗ. Семинарта вӗренӳ кӗнекисем пирки те калаҫнӑ. Вӗсене тӳлевсӗр параҫҫӗ. Ытларахӑшне республика туянать. Ҫавӑн пекех кӑҫалтан пуҫласа медальсем пама пӑрахнине, аттестатсем кӑвак тӗслӗ ҫеҫ пулнине палӑртнӑ. Семинар ӑсталӑх класӗсемпе вӗҫленнӗ.
Хальхи вӑхӑтра карас телефонӗпе тӗнче тетелне тухасси республикӑра хӑварт ӳсет. Ҫакна шута илсех пулӗ республикӑри «Вымпелком» («Билайн») карас ҫыхӑну компанийӗ хӑйӗн тетелне лайӑхлатса тӑма тӑрӑшать. Ҫак кунсенче сӑмахран, вӗсем, ҫурҫӗрти ункӑри ҫыхӑну хулӑмӑшне 10 хут ӳстернӗ. Ҫапла май хальхи вӑхӑтра унпала ҫеккунтра 10 Гбит хӑвӑртлӑхпа ҫыхӑну йӗркелеме май пур, малашлӑхра ун хулӑмӑшне 40 Гбита та ҫитерме пулать иккен.
Тетелне компанире ҫыхӑнӑва татмасӑр ҫӗнетнӗ, вӗсем DWDM (Dense Walelength Division Multiplexing) технологипе усӑ курнӑ. Ҫавӑн пекех кӑҫал 1-мӗш кварталта Dual Carier (чӑв. Йӗкӗреш турта) технологие пурнӑҫа кӗртсе 3G тетелти хӑвӑртлӑха ӳстерме палӑртнӑ. Енчен те халь 21 Мбит/ҫек хӑвартлӑхпа ӗҫлет пулсан, ун хыҫҫӑн ҫак виҫе 42 Мбит/ҫек таран хӑпармалла. Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хулинче ака уйӑхӗнче 4G ӗҫлесе каймалла — унти хӑвартлӑх 100 Мбит/ҫек. таран ҫитет.
Пӗлме, «Билайнӑн» ҫыхӑну тетелӗ республикӑра икӗ ункӑран тӑрать, ӑна вӗсем «юр кӗлетки» тесе ят панӑ. Ҫурҫӗр пайӗ Шупашкара, Ҫӗнӗ Шупашкара, Кӳкеҫе, Ҫӗрпӗве, Сӗнтӗрвӑррине, Куславккана, Вӑрмара, Канаша, Ҫӗмӗрлене, Хӗрлӗ Чутая, Етӗрнене тата Москакассипе Хыркасси ҫыхӑну пӑнчисене сыпӑнтарать.
Кун пирки Айӑплава пурнӑҫа кӗртессипе ӗҫлекен федераци службин республикӑри управленийӗ пӗлтерет. Телефонсене тӗрмен промышленноҫ зонине кӗрекен «ГАЗ» машинӑра асӑрханӑ. Телефонсене тата сим-карттӑсене, телефонпа усӑ курма кирлӗ ытти хатӗр-хӗтӗре керамблок айне хумалли йывӑҫ хатӗр варринче асӑрханӑ. Ку факта административлӑ протокол шӑрҫаланӑ иккен.
Маларах Ҫӗрпӳри 9-мӗш колонире ӗҫлекен кӗҫӗн инспектор тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарни пирки эпир пӗлтернӗччӗ. Хайхискер тӗрмере ларакансене телефонсем илсе кӗртсе панишӗн пӗррехинче 3 пин тенкӗ укҫа, тепрехинче бензопӑчкӑпа илнӗ тесе хыпарланӑччӗ.
Республикӑн Ҫул-йӗр фондӗнчен пӗлтӗр уйӑрнӑ укҫа-тенке пур районта усӑ курса пӗтермен иккен. Ҫакна республикӑн вице-премьерӗ — транспортпа ҫул-йӗр министрӗ Михаил Янковский районсемпе хуласен пуҫлӑхӗсемпе Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев паян ирттернӗ видеоканашлура палӑртса хӑварнӑ.
Усӑ курмасӑр юлни — 10 миллион тенкӗ. Унпа усӑ курса пӗтермен районсен хушшинче Вӑрнар, Краснормейски, Шупашкар, Ҫӗмӗрле районӗсене асӑннӑ. Ҫавӑн пекех Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар, Улатӑр тата Ҫӗмӗрле хулисене кӗртнӗ.
Ҫул-йӗре юсама тата тытса тӑма пӗлтӗр тӗрлӗ хыснаран 2,7 миллиард тенкӗ ытларах уйӑрма пӑхса хӑварнӑ. Вырӑнти бюджетсен шучӗпе вара ҫак тупра 2,8 миллиарда яхӑн пулнӑ. Кӑҫал 2 миллиард тенкӗ ытларах уйӑрмалла.
Паян каҫхине Ҫӗнӗ Шупашкарти «Медсанчасть» чарӑну патӗнче пысӑк пушар тухнӑ — икӗ хутлӑ ҫурта вут хыпса илнӗ. Вӑйлӑ ҫулӑма пула пропан баллонӗ те сирпӗннӗ тет.
Пушар урапасем (машинсем) тӑратмалли вырӑнпа ҫуммӑн тухнӑран пушарпа кӗрешекенсемпе йӗрке хуралҫисемсер пуҫне машинсен хуҫисем те чупса ҫитнӗ — вӗсем хӑйсен пурлӑхне ҫӑлса хӑварас тесе тӑрӑшнӑ. Пӑтӑрмах вырӑнӗнче пулнӑ ҫынсем каласа панӑ тӑрӑх сирпӗнӳ ҫурҫӗр иртни 1:27 вӑхӑтра пулнӑ.
Урапасен хуралҫине илес пулсан вӑл хӑй ӗҫ вырӑнӗнчен тарнӑ пулать. Те пушар тухнӑран, те урӑх сӑлтава пула.
Сӑнсем (24)
Шупашкар районӗнчи Чӑрӑшкассинчи вӑтам шкулта вӗренекенсен «Вӗри чӗресем» ушкӑнӗ «Ҫутҫанталӑк патне тунӑ ҫичӗ утӑм» республикӑри конкурсра ҫӗнтернӗ.
Тӑван тӑрӑха тирпейлесе илемлетес енпе пӗлтӗр епле ӗҫлесе пынине каласа кӑтартакан ӗҫсене пухас, вӗсен тӑрӑх конкурс йӗркелес шухӑша «Сӑрҫум» патшалӑх заповедникӗпе «Чӑваш вӑрманӗ» наци паркӗ пуҫарнӑ. Унта 1–11-мӗш классенче вӗренекенсем хутшӑнма пултарнӑ. Хастарсем 9 районти тата Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенчи 26 шкул команди ӑмӑртнӑ. Финала ҫиччӗн тухнӑ.
Ҫӗнтерӳҫӗне «Контактра» тата Фейсбук халӑх тетелӗсемпе усӑ куракансене палӑртма май туса панӑ. Вӗсем чӑрӑшкассисене кӑмӑлларах панӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсене Чӑваш енри уйрӑмах сыхлакан ҫу ҫанталӑк вырӑнӗсем тӑрӑх виҫӗ кунлӑх курса ҫӳреме тӳлевсӗр путевка лекнӗ. Ҫулҫӳреве ачасем ҫу–авӑн уйӑхӗсенче, хӑйсене меллӗ вӑхӑтра, кайма пултарӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |